Муркаш районӗ — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ районӗ.
Истори
1944 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Тавралӑх
Ытларах пайӗ Атӑлӑн сылтӑм енче вырнаҫнӑ, пӗчӗк пайӗ — сулахай енче. Ҫӳрҫӗр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаҫнӑ, хӗвелтухӑҫ енче — Шупашкар районӗпе, кӑнтӑр енче — Элӗк районӗпе, хӗвеланӑҫ енче Етӗрне районӗпе юнашар. Пӗтӗм лаптӑкӗ 845,3 км2 танлашать, ку пӗтӗм республикӑн лаптӑкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш салинче вырнаҫнӑ.
Муркаш районӗ сӑртлӑ тӳрӗм вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырмасем питӗ нумай, вӑтамран вӗсен тарӑнӑшӗ 20 метра ҫитет. Чи пысӑк юханшыв — Атӑл (район тӑрӑх 15 ҫухрӑм юхать). Ҫавӑн пекех Юнкӑ, Сӗнтӗр тата Сурӑмпа Мӑн Шетмӗ (Мӑн Ҫавал юпписем) юханшывӗсем юхаҫҫӗ. Пӗчӗк кӳлӗсемпе пӗвесем пур.
Атӑл хӗррипе юман вӑрманӗсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче вӗрене, йӗлме, ҫӑка йывӑҫӗсене тупма пулать.
Сӑнсем
| | |
Китер шывӗ | Муркаш шывӗ | Муркаш |
Халӑх йышӗ
1999 ҫулта (кӑрлачӑн 1-мӗшӗ) районта 37,5 пин ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта 37,1 пин ҫын, 2004 — 36,8 пин ҫын, 2005 — 36,8 пин ҫын пурӑннӑ. Ытларахӑшӗ вӗсенчен ялсенче пурӑнать. Халӑх плотноҫӗ — 45 ҫын км2 ҫине. Районта пӗтӗмпе 177 ял, вӑтамран вӗсенче 219 ҫын пурӑнать. Ытларах пайӗ (98%) — чӑвашсем.
Паллӑ ҫынсем
Районӑн ятлӑ-сумлӑ пӗтӗмӗшле йышне кунта пӑхӑр.
- Багров Матвей Иванович (1874-паллӑ мар), вӗрентекен.
- Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ.
- Васильев Фёдор Семёнович, кӗвӗҫӗ, вӗрентекен, доцент.
- Виноградов Нестор Петрович, драма актёрӗ.
- Владимиров Евстафий Владимирович, критик, литературовед.
- Волков Павел Егорович, чӑваш халӑх кӗвӗ инструменчӗсене тӑвакан ӑста.
- Гордеев Виталий Ильич, юрӑҫӑ.
- Горшков Анатолий Ермолаевич, чӗлхе тӗпчекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
- Григорьев Иван Григорьевич, ҫыравҫӑ, очеркист.
- Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи.
- Егорова Валентина Михайловна, спортсмен.
- Ильин Александр Наумович, юрӑҫ.
- Костин Михаил Кондратьевич, агроном, журналист.
- Лазарева Александра Назаровна, редактор, ҫыравҫӑ, тӑлмач.
- Михайлов Спиридон Михайлович, пӗрремӗш чӑваш историкӗ, этнограф, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ҫыравҫӑ.
- Никитин Иван Дмитриевич, фольклор пухаканӗ, этнограф, тӑлмач.
- Никольский Николай Васильевич, историк, этнограф.
- Пайраш Кузьма Ильич, ҫыравҫӑ, драматург, хирург.
- Петтоки Андрей Трофимович, сӑвӑҫ, тӑлмач.
- Ржанов Василий Тимофеевич, драматург.
- Романов Никита Романович, этнолог, фольклор пухаканӗ, вӗрентекен.
- Сергеев Леонид Павлович, чӗлхесене тӗпчекенӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ.
- Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи.
- Смородинова Нинель Семёновна, актриса.
- Столярова Дарья Максимовна, актриса.
- Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи.
- Токарев Аверий Матвеевич, композитор, вӗрентекен.
- Шумилов Георгий Степанович, вӗрентекен, тӑлмач.
- Яковлев Николай Лукич, график.
- Ярдыкова Зоя Дмитриевна, режиссёр.
Тӗрлӗ объексем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр